Иглино салинче 500 кубометр хăватлăхлă тасату сооруженийĕсене август уйăхĕ тĕлне туса пĕтерме палăртаççĕ. Паянхи кун строительство лаптăкĕнче котлована бетон сарас ĕç пырать. Ун хыççăн çавăнта тасату хатĕрĕсене антарĕç, оборудованине вырнаçтарĕç. Çак лаптăка ангарпа витнĕ хыççăн хускатмалли-хута ямалли ĕçсене пурнăçлĕç. Строительство ĕçĕсене вĕçлесен объекта канализаципе çыхăнтарĕç.
- Иглино ялĕнче 30 пин ытла çын пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕп канализацисĕр, шамбо çеç тунă, нумай хутлă çуртсенче пурăнать. Çавăн пекех çитменлĕх шкулсемпе ача сачĕсенче те пур. Çавăнпа та пурăнакансен тăтăшах шамбори каяша вăхăтлă сăвăрттарса илессипе ыйту сиксе тухать. Апла пулсан тасату сооруженийĕсене хăпартни паянхи кун чи кирлĕ проект шутланать. Канализацин насус станцине социаллă объектсемпе, шкулсемпе, ача сачĕсемпе тата темиçе нумай хутлă çуртсемпе çыхăнтарĕç, - ăнлантарса панă Иглин район администрацин пуçлăхĕ Николай Самойленко.
Çакна та астутарасшăн, тасату сооруженийĕсене асăннă ялта хăпартас пирки иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Радий Хабиров ирттернĕ «Пуçлăх сехечĕ» вăхăтĕнче сÿтсе явнă.