Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăра ялта пурăнакан 617 çемье 1,25 млрд тенкĕ ипотека кредичĕ илнĕ. Çакă вăл вăтамран çемье пуçне 2 млн ытла тенкĕ пулать.
Кăтартусемпе Пушкăртстан Раççейре Ленинград облаçĕ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. ПР Правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, ăна Раççей ял хуçалăх тата Перекет банкĕсем 2,75 процентпа параççĕ.
- Асăннă программăпа усă курас текенсем питĕ те йышлă. Раççей ял хуçалăх банкне çеç пĕтĕмĕшле 4 млрд тенкĕ кивçен илме заявка панă. «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртме субсиди уйарасси ăнăçлă та çÿллĕ шайра пырать. Пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ виçи ку енĕпе 1,6 млрд тенкĕпе танлашать. 2022 çулччен ялсенче пурăнакансем пурăнмалли условисене лайăхлатма 1000 ытла çемье субсиди илĕç. Кăçал çак çăмăллăхпа 212 çемье усă курнă, 69 çемье тара илнĕ килĕшÿ туса кил-çуртлă пулĕç, - тенĕ аграри ведомствин ертÿçи.