Ашшĕ-амăшĕн наци комитечĕ (НРК) пĕччен амăшсем е ашшĕсем валли вăхăтлăха хушма пособи уйăрма ыйтнă. Çак сĕнÿпе Патшалăх Думине тата правительствăна тухнă.
Ашшĕ-амашĕсен наци комитечĕн председателĕ Ирина Волынец Раççейре кăшăлвирус пандемине пула çăмăл мар экономика лару-тăрăвĕ пулса кайнине пĕлтернĕ. Патшалăх тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене пособисем уйăрнă пулсан та пĕччен амăшĕ е ашшĕ социаллă хÿтĕленмен ушкăна кĕреççĕ.
- Пĕччен амăшсемпе ашшĕсене çулталăк вĕçлениччен çемьери кашни çынна кура икĕ пурăнмалли минимум шайĕ чухлĕ уйăхсерен илсе тăракан компенсаци уйăрма ыйтатăп, - çырнă çырура.
Çав вăхăтрах Ирина Волынец çырура çемьесенче малтан илсе тăракан льготăсемпе пособисем те çав шайрах сыхланса юлмаллине те палăртнă.