Новости
19 Июня 2020, 14:50

Вăрмансене пушартан сыхлама ятарлă режим çирĕплетнĕ

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа республикăра вăрман фондне сыхлас тĕллевпе пушара хирĕç кĕрешмелли режим пурнăçа кĕре пуçлĕ. Çакăн пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн хушăвне кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн республикăри власть органĕсемпе муниципалитетсем вырăнти пушар хăрушлăх лару-тарăвне тĕрĕслесе тăрĕç.

Кăçал пушар хăрушлăх сезонĕ пуçланнăранпа 19 вăрман пушарне шута илнĕ. Иртнĕ çул çак кăтарту 112-пе танлашнă. Вăрман хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пушарсем тухнин тĕп сăлтавĕ çынсемпе çыхăннă. Ăна этем факторĕ тесе палăртмалла. Пушарта çуннă вăрмансемпе çут çанталăк объекчĕсене укçа-тенкĕ виçипе виçес пулсан пурĕ 134,3 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Унсăр пуçне инкеке хирĕç кĕрешсе тунă ĕçсем вăхăтĕнче 96,7 тенкĕ тăкакланнă.
ПР Вăрман хуçалăх министерстви республикăра пурăнакансене вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма, енчен те вăл е ку вырăнта вут-çулăм алхаснине курсан 8-800-100-94-00 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас