Пур хыпар та
Новости
20 Июнӗн 2020, 18:50

Аслашшĕне пула çиччĕри ача аманнă

Пушкăртстанри Зилаир районĕнче çÿл-йĕр çинчи аварие пула 7 çулхи ача сусăрланнă. Арçын ачана çул çине 59 çулхи аслашшĕпе трактор çине ларта кăларса янă. Каçхине руль умĕнчи водитель хăйĕн хурçă утне пăхăнтарайман, çул хĕрринчи кювета анса кайнă

Пушкăртстанри Зилаир районĕнче çÿл-йĕр çинчи аварие пула 7 çулхи ача сусăрланнă. Арçын ачана çул çине 59 çулхи аслашшĕпе трактор çине ларта кăларса янă. Каçхине руль умĕнчи водитель хăйĕн хурçă утне пăхăнтарайман, çул хĕрринчи кювета анса кайнă.
«Çак пăтăрмаха пула 7 çулхи ачана больницăна ăстма тÿр килнĕ», - тесе пĕлтернĕ республикăри çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцин пресс-службинче.
Авари хыççăн ачан аслашшĕ алкоголь напитокĕ усă курни паллă пулнă. Хăй каланă тăрăх, арçын хаяр шĕвеке кювета анса кайнă хыççăн ĕçнĕ имĕш. Паллах, çак административлă йĕркене пăснăшăн вăл водитель удостоверенисĕр тăрса юлма пултарать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас