Новости
20 Июня 2020, 13:20

Пĕтĕм тĕнчери Vl фольклориада 2021 çулта иртĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери Vl фольклоридăна ирттерессине 2021 çула куçарма хушакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери Vl фольклоридăна ирттерессине 2021 çула куçарма хушакан указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери Vl фольклорида Ĕпхÿре тата Пушкăртстанри районсемпе хуласенче 2020 çулхи июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçласа августăн 1-мĕшĕччен иртмеллеччĕ. Анчах та кăшăлвирус пандемине пула çак пысăк уява урăх срока куçармалла пулса тухнă. Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Пĕтĕм тĕнченри фольклор тата йала-йĕрке искусствисен фестивалĕсене йĕкелекен Канаша улттăмĕш фольклориадăна 2021 çулта июль уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче йĕркелеме ыйтса çыру çырни çинчен эпир вулакансене пĕлтернĕччĕ. Халĕ çĕршыв ертÿçи çак сĕнÿпе килĕшсе ятарлă указ кăларнă.
ТАСС информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, 85 çĕршывран килекен, 3 пин артист хутшăнакан фольклориадăна ирттерме федераци тата республика хыснинчен 500 млн тенкĕ нухрат уйăрма палăртнă. Çак укçа-тенкĕн ытларах пайĕ (200 млн тенкĕ) 85 коллектив пурăннăшăн, апатлантарупа тата çул укçипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма каймалла.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас