Çакăн пирки Республика Пуçлăхĕ министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçсемпе ирттернĕ оперативлă канашлура хыпарланă. Радий Хабиров тĕн пуçлăхĕсем тĕн учрежденийĕсене уçма ыйтнине пĕлтернĕ. Çак ĕçе асăрханса, Роспотребнадзор хушăвĕпе килĕшÿллĕн хатĕрлеме хушу панă.
- Июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнчен çынсем мечетсене, православи храмĕсене çÿреме пуçлаччăр тесен, çак йышăнăва хут çине çырса çирĕплетмелле, - пĕлтернĕ Республика Пуçлăхĕ.
Унсăр пуçне Радий Хабиров хальлĕхе савăнмалли сăлтавсем çуккине палăртнă. Статистика кăшăлвируспа чирлисен шучĕ сахалланнине кăтартать пулсан та, çынсем чирлеме чарăнмаççĕ-ха. Çавăн пекех регион ертÿçи муниципалитетсен пуçлăхĕсене лăпланма иртрех пулнине те асăрхаттарнă.