Пушкăртстанра сывлăх сыхлав сферинче ĕçлекен 22 пин те 600 ытла çын пенсине иртерех тухнă тесе пĕлтерет Раççейри Пенси фончĕн республикăри управленийĕ пресс-служби. Çакă асăннă категорин ĕç стажне шута илсе патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курнипе çыхăннă.Иртнĕ çул ĕçлекен çынсен пенсине тухмалли ÿсĕмне ÿстернĕ хыççăн 300 ытла медицина ĕçченĕ маларах тивĕçлĕ канăва кайнă.
2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа медицина учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пенсине тухмалли сроксем улшăннă. Вĕсем пенсине тухмалли срока ÿстерсе саккунпа килĕшÿллĕн пилĕк çул хушшинче тапхăрсем çине пайланă. Кунта нумай çул ĕçленипе (выслугăпа) хăçан пенсине каяссине шута илеççĕ. Çав вăхăтрах сиплев ĕçĕнче вăй хунă ĕç стажĕ ял условийĕсенче 25 çул, хула-поселоксенче 30 çул пулмалла.
Çак çăмăллăхсемпе васкавлă пулăшу паракан тата юн паракан-илекен станцисенче ĕçлекенсем те усă курма пултараççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.