Пур хыпар та
Новости
23 Июнӗн 2020, 12:10

Коррупци çекĕлне пакунлисем çакланнă

Пушкăртстанри прокуратура республикăри çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ (ГИБДД) коррупцине хирĕç кĕрешмелли саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавна пула 13 полици ĕçченне дисциплинарлă майпа явап тыттарнă, пĕр çынна «шанчăка çухатнă» статьяпа ĕçрен хăтарнă.

Тĕрĕслев ведомствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр инспекторĕ Салават хулинче пурăнакан пĕр çыннăн административлă йĕркене пăснă самантсене кирлĕ пек çырса кăтартман, шута илмен. Унсăр пуçне вăл ĕç вырăнĕпе усă курса уголовлă ĕçре айăпа палăртакан автомобиле (вещественное доказательство) сутма ирĕк панă. Прокуратура ыйтнипе ăна çакăншăн статьяпа ĕçрен кăларса янă.
Нумаях пулмасть çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн Туймазă районĕнчи уйрăмĕн экзамен тытмалли тата регистраци иртмелли пай (РЭО) пуçлăхне судпа айапланăччĕ. Ун чухне прокуратура çак пакунлă çыннăн Ĕпхÿри тата Туймазăри 4 хваттерĕпе çĕр лаптăкĕсене, 7 автомобиле ( çав шутра виçĕ КамАЗ тата бизнес класлă хурçă ут) патшалăха тавăрса пама ыйтнăччĕ. Мĕншĕн тесен полиции сотрудникĕ вĕсене мĕнле тупăшпа туяннине çирĕплетеймен. Пĕтĕмĕшле пурлăх виçи вара 16,5 млн тенкĕпе танлашнă.
Юрий СНЕГОПАД
Читайте нас