Пур хыпар та
Новости
23 Июнӗн 2020, 10:55

Нумай çул ÿсекен курăксен виçĕ пайĕнчен пĕрне çулнă

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр пырать.

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр пырать. Июнĕн 22-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксен 43% çулнă. Вăл 192 пин гектар лаптăкпа танлашать. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул асăннă кăтарту икĕ хут сахалрах пулнă.
Регионта çак кун тĕлне 134 пин тонна утă тата 367 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Утă пухса илессипе Куюргазă районĕ малта пырать, вĕсем 6 пин тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Сенаж хывассипе Дюртюли районне çитекенни çук (40,8 пин тонна сĕтеклĕ апат хатĕрленĕ).
Республикăра пĕр пуç шултра мăйракаллă выльăх валли 4,2 центнер апат единицы хатĕрленĕ. Иртнĕ çул çак кăтарту 1,9-па танлашнă. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе малтисен шутĕнче - Кармаскалă (10,4 ц), Гафури (9,3 ц) тата Калтасă (8,5 ц) районĕсем.
Читайте нас