Сăмах кунта газлă зажигалкăсемпе канма кайсан усă куракан плитасем валли кăларнă баллонсем пирки пырать тесе ăнлантарса панă парламент председателĕ Константин Толкачев.
- Пире çакăн пек мерăсем йышăнма çамрăксем токсикоманипе (тĕрĕсрех каласан сниффингпа) иртĕхме пуçлани хистерĕ. Ачасем хăйсем ăнланмасăрах зажигалкăсемпе баллонсенчи газа сывласа илсе ÿпкисене сиен кÿреççĕ. Çак пулăм пуç мимине кислород çителĕклĕ пыманни патне илсе çитерет. Ун хыççăн кĕске вăхăта эйфори тапхăрĕ пулса иртет, хăстарать тата пуç çаврăнать. Çапла майпа нерв клеткисем вилеççĕ, ăс-тăн шайĕ чакать. Унсăр пуçне сниффинг аритми тата чĕре тапма чарăнасси патне илсе çитерме пултарать. Кун пек чухне çут тĕнчепе сывпуллашасси те аякра мар, - тенĕ халăх тарçисен ертÿçи çак ыйтăва уçăмлатнă май.
Парламент спикерĕ çĕршывра сниффинга пула икĕ çул хушшинче çул çитмен 360 çамрăк вăхăтсăр вилнине палăртнă.
- Чăрмавсăрах газ баллонĕсене туянма май пурри çак киревсĕр те хăрушă пулăма аталанма пулăшать. Ача хăйĕнпе пĕр çулхи тантăшĕсенчен çак сниффинг пирки илтсе хăй ăнланмасăрах ăна ас тивсе пăхма тăрăшать. Кайран мĕн пуласси çинчен вăл шутламасть те. Çавăнпа та эпир, патшалăх çыннисем, çакăн çине куç хупса пăхса тăма пултараймастпăр. Асăнна закона йышăннă хыççăн республикăра йĕркене пăснăшăн административлă явап тыттарассипе çыхăннă кодекса та улшăнусем кĕртетпĕр. Унта, паллах, çул çитмен ачасене çăра шĕвек газ сутнăшăн явап тыттарасси те пулĕ, - пĕлтернĕ Константин Толкачев.
Сăмах май, иртнĕ çул Пушкăртстанра газ шăршланипе темиçе çамрăк вилнĕччĕ. Пĕрин, Ĕпхÿре пурăнакан вун тăватă çулхи хĕр ачан, октябрь уйăхĕнче пурнăçĕ татăлнăччĕ. Августра Мелеузри 15 çулхи арçын ачана çак шăпа кĕтнĕ. Июль уйăхĕнче вара наркăмăша пула Октябрьски хулинчи вун иккĕри шкул ачин чĕри тапма чарăннă.
Юрий СНЕГОПАД.