ПР вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов правительствăри оперативлă канашлура федераллă укçа-тенке явăçтарассипе Пушкăртстан малта пыракан виçĕ регион шутне кĕнине пĕлтернĕ. Республикăн пайĕ (57,4 миллиард тенкĕрен) 5,2 процентпа танлашать. Муниципаллă районсене уйăракан субсиди кăçал 1 миллиард та 600 миллион тенке яхăн. «Ял территорийĕсене комплексла аталантарасси» патшалăх программине пурнăçлама 2020-2022 çулсенче федераллă бюджетран 432, 9 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă, чăннипе (автомобиль çулĕсене шута илмесен) 57,4 миллиард тенкĕ хута янă. Паянхи куна 2021-2022 çулсенче «Ял территорийĕсен хальхи сăнĕ» программăна аталантарма палăртнă 16,8 миллиард тенке ĕçе яман-ха.
Пушкăртстан пуçлăхĕ регионти Ял хуçалăх министерствине ялсен инфраструктурине лайăхлатассипе ĕçленĕшĕн тав тунă. Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, ведомствăн хута яман 17 миллиард шутĕнчен хушма укçа тупас тесе хастар ĕçлемелле.
Инга АЛЕКСЕЕВА.