Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
25 Июня 2020, 12:30

Наркотикпа наркăмăшланса вилнисен шучĕ ÿснĕ

Пушкăртстанра наркотиклă япаласем усă курнине пула 2020 çулхи пилĕк уйăх хушшинче 30 çын вилнĕ.

Пушкăртстанра наркотиклă япаласем усă курнине пула 2020 çулхи пилĕк уйăх хушшинче 30 çын вилнĕ.
Республикăри Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, январь-май уйăхĕсенче юраман препаратсемпе наркăмăшланса 46 пăтăрмах пулса иртнĕ. Çак шухăша яракан тата пăшăрхантаракан рейтингра Ĕпхÿ хули (30 инкек) пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăнта – Çтерлĕ хули (7), виççĕмĕшĕнче – Октябрьский (4). Вĕсем хыççăн Мелеуз, Салават, Туймазă, Белорецк тата Янаул районĕсем пыраççĕ. Асăннă тăрăхсенче пĕршер çын наркамăшланнă.
Наркотика пула вилнĕ тĕслĕхсене Ĕпхÿ хулинче (18), Çтерлĕре (4), Октябрьскинче (3), Салаватпа Туймазăра, Белорецкпа Янаул районĕсенче пĕршер шута илнĕ.
2019 çулта асăннă вăхăтра Пушкăртстанра наркотикпа наркăмăшланнă 35 синкерлĕ ĕç пулса иртнĕ. Вĕсенчен 20-шĕ вилĕмпе вĕçленнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас