Пур хыпар та
Новости
25 Июнӗн 2020, 12:15

Çулталăкра 5 млн тенкĕ ытла тупăш илнисем 15 процент налук тÿлĕç

Малашне енчен те уйрăм çын çулталăкне 5 млн тенкĕ ытла ĕçлесе илет пулсан тупăш налукне (халăхра ăна подоходный налог теççĕ) хальхи пек 13 процент мар, 15 пулмалла тесе пĕлтернĕ çĕршыв президенчĕ хăйĕн Раççей çыннисене чĕнсе каланă текстĕнче. Çĕнĕ схема 2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕмелле.

Çапла майпа çĕршыв хыснине хушма 60 млрд тенкĕ хутшăнмалла. Çак укçа-тенкĕ йывăр чирлекен ачасене сыватнă çĕре кайĕ.
- Пухăннă нухрата урăх ниçта та мар, тĕллевлĕ йывăр чирлекен ачасем валли тăкаклăпăр: хаклă йышши эмелсем, медицина техники, реабилитаци хатĕрĕсем туяннă, çÿллĕ шайри операцисем тунă çĕрте усă курăпăр,- тенĕ вăл. - Çав вăхăтрах паянхи кун пурнăçа кĕрекен программăсем упранса юлаççĕ. 60 млрд тенкĕ хушма пулăшу шайĕнче килсе тăрĕ. Кунта бюрократизм тенине ансатлатма тÿр килет, тухăçлă механизмпа обществăпа канашласа усă курмалла пулать. Çак укçа-тенке мĕнле тăкакланине уççăн тата курăмлă кăтартса памалла. Мораль енчен илсен кирлĕ те вырăнлă йышăну тума тухтăрсен, общество деятелĕсен тата хăйсен пурнăçне ачасене сыватассипе çыхăнтарнă çынсен çеç ирĕк пур.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас