Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекен центрсем июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăя кĕнĕ Раççей правительствин постановленине шута илсе (унта улшăнусем кĕртнĕ) пособисене çĕнĕрен шутлама пуçланă. Çакăн çинчен канашлура çемье, ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова пĕлтернĕ.
Укçа-тенкĕ тÿлес улшăнусем çаксем пулĕç:
минимум шайĕнчи пособие 1725 тенкĕрен 5175 тенке çити ÿстерĕç, ăна май уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕччен тÿлĕç;
пĕтĕм граждансене тÿлекен пособи виçине (пандеми вăхăтĕнче ĕç вырăнне çухатнисем çеç мар), çулĕ çитмен ачасем пуррисене те, виçĕ уйăха (июнь – август) ÿстерĕç;
март уйахĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме чарăннă предпринимательсен пособине 1725 тенкĕрен 13949 тенке (МРОТ шайĕнче) çитерĕç;
март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пособи илме чарăннисене çăмăллăхпа усă курассине тата виçĕ уйăха тăсĕç.
Официаллă кăтартусем тăрăх,паянхи кун Пушкартстанра 80,3 пин ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Ку вăл ĕçсĕрлĕх 5 процента çитнине пĕлтерет. Федераллă бюджетран пособисем тÿлеме 1,6 млрд тенкĕ уйăрĕç.