Пур хыпар та
Новости
27 Июнӗн 2020, 13:55

Шкул формин хакĕ 4 пин тенкĕ тăрĕ

Пушкăртстанри Çăмăл промышленность ассоциацийĕ тата Ĕпхÿри нетфтьпе техника патшалăх университечĕ шкул формин коллекцине хатĕрлесе çитернĕ. Унта ачасем мĕн кăмăлланине те, техника енчен ыйтнине те шута илнĕ. Çакăн пек пĕр комплект форма хакĕ 4 пин тенкĕлесе тăрать. Кун пирки черетлĕ «Вĕрентÿ сехечĕ» вăхăтĕнче паллă пулнă. Ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пынă

Пушкăртстанри Çăмăл промышленность ассоциацийĕ тата Ĕпхÿри нетфтьпе техника патшалăх университечĕ шкул формин коллекцине хатĕрлесе çитернĕ. Унта ачасем мĕн кăмăлланине те, техника енчен ыйтнине те шута илнĕ. Çакăн пек пĕр комплект форма хакĕ 4 пин тенкĕлесе тăрать. Кун пирки черетлĕ «Вĕрентÿ сехечĕ» вăхăтĕнче паллă пулнă. Ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пынă.

ПР вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ильдар Мавлетбердин каланă тăрăх, чылай шкулсем шкул форми çине куçнă. Хăш-пĕр муниципалитетсенче хăйсем çирĕплетнĕ пĕр пек тумтирпе усă кураççĕ.

Регионти Çăмăл промышленность ассоциацийĕн председателĕ Зульфира Газизова çак çĕнĕлĕхе халăх хушшинче пурнăçа кĕртесси мĕнле пыни çинчен каласа панă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, ассоциаци представителĕсем районсене тухса çÿреççĕ, вырăнта пулнă май шкул формин тĕслĕхĕсене кăтартаççĕ. Халăх пĕтĕмĕшле çак пулăма ăнланса лайăх енчен хак парать.

- Çакă вăл питĕ сисĕмлĕ те туйăмлă тема, виçерен иртсе каяс марччĕ,- тенĕ Радий Хабиров. - Ашшĕ-амăшĕсемпе сас ÿстермесĕр, çемçен калаçма, пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Паха та илемлĕ форма ачан эстетикипе çыхăннине ăнлантарса памалла. Шухăшĕ питĕ те лайăх, эпĕ ырлатăп çеç. Çак эксперимента 2024 çулччен тăсăпăр, вăл мĕнле пурнăçланнине мана пĕлтерсех тăрăр. Малашнехине вара пурнăç кăтартĕ.

Эпир маларах шкул формине эксперимент шайĕнче Абзелил, Благовар, Федоровка тата Янаул районĕсенче сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1-5 классенче вĕренекенсем усă курма пуçласси çинчен пĕлтернĕччĕ. Асăннă муниципалитетсенче пилотлă проект витĕмĕпе çак ÿсĕмри ачасем çинче пурин те пĕр пек тумтир пулĕ. Кунта тепĕр саманта та асра тытмалла: шеврон çинче Пушкăртстан Республикин символики пурри çак шкул ачи пирĕ регионтан пулнине çирĕплетĕ.

Асăннă канашлура çавăн пекех ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тата шкулсемпе ача сачĕсен картишне тирпей-илем кĕртес ыйтăва та пăхса тухнă тесе пĕлтернĕ регион ертÿçин пресс-службинче.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Читайте нас