Республикăри клиника онкологи диспансерне çĕнĕ CUSA NXT ультра саслă аспиратор-деструктор аппаратпа тивĕçтернĕ. Асăннă аппарата «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче туяннă.
- Çак медицина хатĕрĕ - онкологи хирургийĕнче усă курмалли аппаратсенчен пĕри. Унпа операци тунă вăхăтра юн çухатнин виçине пĕчĕклетме тата органăн сывă пайне сахалрах сиен кÿме пулать ‚ – тенĕ ведомство пресс-службинче.
Унсăр пуçне ĕç процесĕ вăхăтĕнче тухакан ăшша сахаллатма май парать. Мĕншĕн тесен аппарат ăшĕнче шыв сивĕтмелли система пур. Онкологи тухтăрĕсем палăртнă тăрăх‚ вĕсем малашне чылай вăхăт хăйсене тата пациента сиен кÿмесĕр ĕçлеме пултараççĕ. Аппарата ультра саслă аспиратор-деструкторпа тивĕçтерни онкодиспансерăн пациенчĕсене паха хирурги сиплевĕпе тивĕçтерме пулăшать.