Пур хыпар та
Новости
29 Июнӗн 2020, 13:20

Радий Хабиров 16 килограмм таякан икĕ кире пуканĕ çĕкленĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Çамрăксен кунне халалланă «Мы вместе» («Эпир пĕрле») фестиваль вăхăтĕнче‚ июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ 16 килограмм таякан икĕ кире пуканĕ çĕкленĕ. Çак пулăм çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Çамрăксен кунне халалланă «Мы вместе» («Эпир пĕрле») фестиваль вăхăтĕнче‚ июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ 16 килограмм таякан икĕ кире пуканĕ çĕкленĕ. Çак пулăм çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă.
«Туссем‚ енчен те çынран вĕренмелли пур пулсан‚ çакă вăл – лайăх пулăм»‚ – тенĕ форума ертсе пыракансенчен пĕри.
- Чăннипе вара çакă çамрăк чухне пухнă вăйăн паянхи кун упранса юлнă пĕр пайĕ. Эпĕ хĕсметре тăнă вăхăтра икĕ пăт таякан кире пуканĕсене çĕклеттĕм. Кашни алăра – 32-шер килограмм. Вăхăт иртет‚ эпир çамрăкланмастпăр‚ çапах та хĕрÿлĕх тени пĕтмен-ха‚ – тенĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Çамрăксен кунне çулсерен Ĕпхÿри Шуратăл çыранĕ хĕрринче ирттересси йăлана кĕнине те палăртнă.
- Эпир çулсерен çыран урамĕнче республика çамрăкĕсене пухма‚ лайăх ĕçлекенсене чыслама йышăну турăмăр. Çак вырăн çамрăк çынсене пухăнмалли‚ аталанмалли тата пĕр-пĕринпе çыхăну тытмалли лапам пулса тăрĕ‚ – палăртнă регион ертÿçи.
Çамрăксен кунĕнче фестиваль лапамĕ Шуратăл çыранĕн хĕрринче вырнаçнă. Радий Хабиров спорт‚ юрă-кĕвĕ‚ поэзи пултарулăхĕн тата ытти тематика террасисене кĕрсе курнă. Унтан активистсемпе пĕрле авиашоу пăхнă.
Çамрăксемшĕн малашне Ĕпхÿри истори центрĕнчи‚ Пушкин урамĕнчи 86 çурт‚ Пушкăртстанри çамрăксен тата хăйсен ирĕкĕпе общество ĕçне хутшăнакансен çурчĕ парне вырăнне пулса тăрĕ. Çакăн йышши центр йĕркелесси пирки республика ертÿçипе волонтерсем хушшинчи онлайн-тĕлпулу вăхăтĕнче сăмах пынă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас