Пур хыпар та
Новости
30 Июнӗн 2020, 14:45

Пушкăртстанри виçĕ районта çÿп-çап уйăрмалли комплекссем тăвĕç

Çак кунсенче Пушкăртстанри экологи министрĕн çумĕ Нияз Фазылов республикăри виçĕ районта çÿп-çап уйăрмалли комплекссем пуласси çинчен пĕлтернĕ. Влаçрисен шухăшĕпе, комплекссем пулăшнипе Туймазă, Пелепей, Давлекан районĕсенче çулталăкне 240 пин тонна каяша ĕçе кĕртĕç.

Фаяз Назылов сăмахĕсем тăрăх, «Хытă коммуналлă каяшсене тирпейлесси» инфраструктурăна аталантарни полигона лекнĕ каяшсен калăпăшне пĕчĕклетме, хăш-пĕр районсенче экологи лару-тăрăвне лайăхлатма май парать. Унсăр пуçне районсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç.
Комплекссем республика бюджетне мĕн хака кайса çапасси пирки министр çумĕ пĕлтермен-ха. Анчах та «Хытă коммуналлă каяшсене тирпейлесси» инфраструктурăна аталантарни «Экологи» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшакан мелсенчен пĕри пулнине палăртнă. Вăлах маларах кăçал республика асăннă наци проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеменнине пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас