Республикăри Тĕп суйлав комисси председателĕ Илона Макаренко брифингра пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне сасăлав списокне кĕртнĕ çынсенчен 2 млн та 100 пинĕшĕ (69 %) сасăланă. Хуласемпе районсем тăрăх пăхсан çакна курма пулать : Ĕпхÿ хулинче 73,1 % танлашать, хуласенче – 66,3 %, районсенче – 72 %.