Пур хыпар та
Новости
1 Июлӗн 2020, 13:00

Пелепейĕнчи чи пысăк суйлав участокĕн алăкĕсем уçă

Паян - июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Раççей Конституцин çĕнĕ варианчĕшĕн сасăламалли юлашки кун. Республикăра пур çĕрте те суйлав участокĕсем вăхăтра, ирхине 8 00 сехетре, уçăлнă. Вĕсем каçхи 20 00 сехетчен ĕçлĕç. Çав шутра Пелепей хулинче вырнаçнă 1192№ участок та. Вăл чи пысăккисенчен пĕри шутланать – 2070 суйлавçа йышăнмалла.

- Суйлавçăсене паянхи условисене шута илсе йышăнма пур условисем те туса панă. Ĕçе эпидемологипе санитари нормисене пăхăнса йĕркеленĕ. Çакна пирĕн çинчи тумтире пăхсан та курма пулать. Комисси членĕсем маларах çирĕплетнĕ инструкцине пăхăнса ĕçлеççĕ. Кашни суйлавçа уйрăм маскăпа авторучкăпа тивĕçтеретпĕр. Хальхи вăхăт тĕлне участокри мĕнпур суйлавçăсен 45 проценчĕ сасăланă. Кунта вырăнсене тухса сасăлани те кĕрет - пĕлтерчĕ Оксана Петрученя суйлав участокĕн председателĕ.
Канмалли кун пулнă май, суйлавçăсен активлăхĕ пуррине те палăртса хăварчĕ Оксана Александровна.
Юрий МИХАЙЛОВ
Читайте нас