Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
2 Июля 2020, 07:02

Пахчаçăсене – патшалăх пулăшăвĕ

ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем «Пушкăртстанри граждансем хăйсем валли сад ĕрчетес тата пахча çимĕç ÿстерес ĕçе туса пырасси çинчен» калакан саккуна йышăннă. Унта пахчаçăсене республика енчен пулăшу парассине шута илнĕ.

ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем «Пушкăртстанри граждансем хăйсем валли сад ĕрчетес тата пахча çимĕç ÿстерес ĕçе туса пырасси çинчен» калакан саккуна йышăннă. Унта пахчаçăсене республика енчен пулăшу парассине шута илнĕ.
Çĕнĕ саккунра Пушкăртстанри ĕç тăвакан власть органĕсем сад-пахча юлташлăхĕсене (товарищество) ăшă тата электричество энергийĕпе, газпа, шывпа, хытă топливăпа тивĕçтерессине палăртнă. Çавăн пекех комплекслă кадастр ĕçĕсене тунă чухне укçа-тенкĕ уйăрма пултараççĕ.
- Эпир саккуна кĕске вăхăт хушшинче васкаса йышăнма тăрăшрăмăр. Çакăн пек утăм туса ĕç тăвакан власть органĕсем май çитнĕ таран хăвăртрах саккуна пурнăçлама тытăнччăр терĕмĕр. Çав вăхăтрах вĕсен те хăйсене ĕçре кирлĕ документсене хатĕрлемелле-çке. Чи кирли саккунри нормăсем хăвăртрах ĕçлеме пуçлаччăр, пахчаçăсен отрасльне пулăшнине халăх туйса илтĕр. Мĕншĕн тесен пахча ĕçĕпе республикăра пурăнакансен кашни иккĕмĕш çыннăн пурнăçĕ çыхăннă, - ăнлантарса панă ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.
Вăл каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Пушкăртстанра 500 пин ытла пахчаçă çемйи шутланать. Ку вăл регионта пурăнакан мĕнпур халăхăн 40 проценчĕпе танлашать. Паянхи кунччен пахчаçăсене патшалăх шайĕнче пулăшасси питĕ те сахал пулнă.
Юрий НИКОЛАЕВ.
Читайте нас