Пушкăртстанра Раççей Конституцине тÿрлетÿ кĕртессипе çыхăннă сасăлава хутшăннисен шучĕ сасăлав участокĕсем хупăннă тĕле, 20 00 сехетре, 2,8 млн çынпа танлашнă. Урăхла каласан мĕнпур сасăлавçăсен 89,78 проценчĕпе тÿр килет. Ĕпхÿре çак кăтарту 19 сехет те 30 минут тĕлне 85,9 %, хуласенче – 85,9 %, районсенче 91,7 процент пулнă.
Сасăлав вăхăтĕнче Тĕп суйлав комиссийĕн «хĕрÿ линийĕ» çине пурĕ 800 ытла çын шăнкăравланă. Республикăра пурăнакансем ытларах сасăлав йĕркине ăнлантарса пама, РФ Конституцинчи тÿрлетÿсен тĕшшипе паллаштарма ыйтнă тата хăйсен суйлав участокĕ ăçта вырнаçнине пĕлме тăрăшнă.