Пур хыпар та
Новости
2 Июлӗн 2020, 19:05

Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе Илона Макаренко паллаштарнă

Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн (ТСК) председаталĕ Илона Макаренко РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх брифинг ирттернĕ. Сасăлав июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланса июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ.

Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн (ТСК) председаталĕ Илона Макаренко РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх брифинг ирттернĕ. Сасăлав июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче пуçланса июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ.
Сасăлав ĕçне‚ территорисенче тата суйлав комиссийĕн участокĕсенче пĕтĕмлетÿсем тунă процеса 29 пин 395 комисси членĕ йĕркелесе пынă.
Пушкăртстан Республикинчи ТСК информаци центрĕн кăтартăвĕсем тăрăх‚ сасăлава 2 млн та 763 пин те 98 çын хутшăннă. Çакă‚ списока кĕртнисене шута илсен‚ 90‚83 процентпа танлашать.
Республикăн тĕп хулинче - 86‚85%‚ хуласенче (Ĕпхÿ хулисĕр пуçне) - 88‚28%‚ районсенче 93‚73% суйлавçă сасăланă.
«Килĕшетĕп» тесе пĕтĕмĕшле 2 млн та 448 пин те 685 çын (88‚68%) сас панă. Ĕпхÿре - 83%‚ хуласенче - 86‚73%‚ районсенче 91‚95% Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырланă.
«Килĕшместĕп» тесе сасă паракансем те пулнă. Вĕсен шучĕ 292 пин те 701 çынпа танлашнă. Урăхла каласан регионти пĕтĕмĕшле сасăлавçăсен 10‚60% Конституцинчи улшăнусемпе килĕшменнине пĕлтернĕ. Вĕсен шутĕнче Ĕпхÿ хулинче – 15‚99%‚ ытти хуласенче – 12‚65%‚ районсенче – 7‚43%.
Суйлавçăсен пĕр пайĕ тĕрлĕ сăлтава пула урăх вырăнта пулнипе заявлени çырса 30 пин те 809 çын («Мобильлĕ суйлавçă» приложени урлă 78‚8%) сасăлава хутшăннă.
Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен сасăлавра вăтăр çулчченхи çынсен 80% хăйсен суйлав правипе усă курнă.
Пĕтĕмĕшле сасăлакансен 15% тулта е килте сасăланă.
Сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайманнисем те сасăлава хастар хутшăннă. Списока кĕртнисенчен 84‚77% хăйсен сассине панă.
ПР ТСК «хĕрÿ линине» (вăл ĕçлеме тытăннăранпа) 1049 шăнкăрав çитнĕ. Граждансем ытларах сасăлав йĕрки‚ РФ Конституцине мĕнле улшăнусем кĕртесси тата суйлав участокĕсем ăçта вырнаçни пирки ыйтса пĕлнĕ.
Суйлав кампанипе танлаштарсан чĕнсе каланисен шучĕ сахалрах пулнă. Сасăлав кунĕччен икĕ кун маларах 48 хут чĕнсе каланине шута илнĕ. Тĕп сасăлав кунĕнче вара çиччĕ. Мĕнпур чĕнсе каланисене саккунпа палăртнă вăхăтра пăхса тухнă‚ йĕркене пăснине тупса палăртман.
Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен сасăлава ПР Тĕп суйлав комиссийĕ 117 массăлла информаци хатĕрĕсен 474 представительне явăçтарнă. Сасăлав кунĕнче участоксенче массăлла информаци хатĕрĕсен 294 представительне регистрациленĕ.
Сасăлав саккунпа килĕшÿллĕн пынине сасăлав кунĕнче 13 пин те 406 обществăлла сăнавçă сăнаса тăнă. Вĕсене РФ тата ПР Общество палатисем палăртнă.
Илона Анатольевна хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май‚ республикăра пурăнакансене сасăлава пуçаруллă хутшăннăшăн‚ сасăлав йĕркелÿçисене - суйлав комиссийĕн членĕсене‚ патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене‚ журналистсене‚ обществăлла сăнавçăсене‚ йĕрке хуралçисене - РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă сасăлава хатĕрленнĕшĕн тата хутшăннăшăн чунтан тав тунă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас