Пур хыпар та
Новости
2 Июлӗн 2020, 17:19

«Шкула пуçтарăнма пулăш»

Пушкăртстан Республикинчи Ĕç, çемье тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерство республикăри 10-мĕш «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Республикинчи Ĕç, çемье тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерство республикăри 10-мĕш «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухни çинчен пĕлтернĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, акци июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси.
Шкул хатĕр-хĕтĕрĕсене районсем хушшинчи «Çемье» центрта тата районсемпе хуласенчи филиалĕсенче пуçтараççĕ.
Канцеляри таварĕсемпе çыру хатĕрĕсене, тетрадьсене, ÿкермелли хатĕрсене, ача-пăча пултарулăхне аталантармалли наборсене çĕнĕлле çеç йышăнаççĕ. Портфель, шкул форми, учебниксем, илемлĕ литература çĕнĕ е лайăх лару-тăрура пулмалла. Пур ыркăмăллăх пулăшăвне те халăха социаллă пулăшу паракан центрта тăракан çемьесене çитерĕç. Пĕтĕмлетĕвне сентябрь пуçламăшĕнче тăвĕç.
Министерствăра аса илтернĕ тăрăх, иртнĕ 2019 çулта 10 млн тенкĕ яхăн пулăшăва пĕчĕк тупăшлă, нумай ачаллă, тулли мар, сусăр ачасем ÿстерекен 7816 çемье илме тивĕçнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас