Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче халăхсен хушшинчи урбанистика форумĕ иртнĕ. Унта ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти ял-саласенчи тайăлнă хÿмесене çĕнетме шантарнă.
- Чылай чух эпĕ çак çулталăка мĕншĕн Илемлĕх çулĕ ят панă тесе манран ыйтаççĕ‚ – тенĕ Радий Хабиров. – Çулталăк хушшинче ялсенчи пур хÿмесене те çĕнетĕпĕр‚ ăпăр-тапăртан хăтăлăпăр‚ ÿссе ларнă çум курăка çулăпăр. Çакă чи ансат мел шутланать. Унтан Илемлĕх çулне пуçлăпăр та.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ хăш-пĕр муниципалитетсенче тирпей-илем кĕртес ĕçе тытăнман-ха.