Пур хыпар та
Новости
3 Июлӗн 2020, 17:50

Кăшăлвируса хирĕç тăракан антителасем пуррине тĕрĕслĕç

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#здравоохранениеПушкăртстанра пурăнакансене кăшăлвируса хирĕç тăракан антителасем пуррине тÿлевсĕр тĕрĕслĕç. Кун çинчен июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ кăшăлвируспа çыхăннă канашлура Анна Казак Пушкăртстанри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тĕп врачĕ пĕлтернĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение
Пушкăртстанра пурăнакансене кăшăлвируса хирĕç тăракан антителасем пуррине тÿлевсĕр тĕрĕслĕç. Кун çинчен июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ кăшăлвируспа çыхăннă канашлура Анна Казак Пушкăртстанри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тĕп врачĕ пĕлтернĕ.
- РФ Правительстви ушкăн (популяци) иммунитетне тĕпчеме хушнă. Мускавра çынсене çак тĕрĕслев урлă ирттернĕ. Пирĕн патра тÿлевсĕр тестсем туманни пирки нумай ыйтусем пулнă. Хальхи вăхăтра Роспотребнадзорпа Сывлăх сыхлав министерстви çынсен хăш ушкăнĕсене тĕрĕслемеллине сÿтсе явать. Вăл кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешес ĕçре малашлăхри улшăнусене пĕлме май парĕ. Бюджет шучĕпе тĕрĕслевсем ирттерме организацисем хушшинче килĕшÿсем хатĕрлеççĕ. Малалла Пушкăртстан территорийĕнче ушкăн иммунитетне тĕпчĕпĕр, - пĕлтернĕ Анна Казак.
- Кăшăлвируса хирĕç тăракан антителасем асăннă инфекципе чирлесе е тÿссе ирттернĕ хыççăн тупăнаççĕ. Çак тĕпчеве тĕрлĕ ÿсĕмри категорисем хушшинче ирттерĕç. Вăл ытларах тĕрлĕ предприятисемпе учрежденисенче ушкăнпа ĕçлекенсене тата ачасене пырса тивĕ. Аслă ÿсĕмрисене ăçта пурăннине, чир ытларах хăш тăрăхра алхаснине шута илсет тĕпчĕç. Коллективра чире хирĕç 70 % иммунитет пулсан çеç çынсем чирлеме пăрахĕç, - хушса хунă Ирина Кононова.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас