Июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Владимир Путин Раççейри 20 хулана « Ĕçре хастарлăх кăтартнă хула» ят пани çинчен калакан указа алă пуснă.
Çак хисеплĕ ята Чулхула, Екатеринбург, Челябинск, Самара, Пермь, Нижний Тагил, Саратов, Омск, Хусан, Новосибирск, Ярославль, Магнитогорск, Ижевск, Ĕпхÿ, Томск, Ульяновск, Иваново, Новокузнецк, Иркутск тата Боровичи хулисем тивĕçнĕ.
Çак хуласенчи предприятисем вăрçă вăхăтĕнче çĕршыва çар тата граждан продукцийĕпе тивĕçтернине Президент тепĕр хут аса илтерчĕ. Вĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене наградăсемпе тата Патшалăх оборона комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕсемпе палăртнă. Унсăр пуçне документсем вырăнти çынсен хăюлăхĕпе ĕç паттăрлăхĕ çинчен çирĕплетсе параççĕ.
Çак хуласенче вĕсен гербĕсене ÿкернĕ стелăна тата ята парасси çинчен калакан указа вырнаçтарĕç. Майăн 1-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ, Хула кунĕсенче халăх мероприятийĕсемпе уяв салючĕсем иртĕç.
Надежда РОДИОНОВА.