Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
3 Июля 2020, 12:25

Пушкăртстанра хăш-пĕр çемьесене 250 пин тенкĕ укçа парĕç

Пушкăртстан Правительствинче иртнĕ ларăвăн президиумĕнче çул çитмен виçĕ е ытларах ачаллă‚ инвалид ача пур çемьесене пĕрре парăнакан тÿлевпе тивĕçтермелли проекта тăратнă.

Пушкăртстан Правительствинче иртнĕ ларăвăн президиумĕнче çул çитмен виçĕ е ытларах ачаллă‚ инвалид ача пур çемьесене пĕрре парăнакан тÿлевпе тивĕçтермелли проекта тăратнă.
Çÿлерех асăннă категорисене 250 пин тенкĕлĕх пĕррелĕх парăнакан тÿлевпе тивĕçтерĕç. Çак укçа-тенкĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пулĕ.
- Пирĕн ĕçĕн тĕп правили – граждансен правине туллин тивĕçтерсе тăрасси. Вĕсен прависене пурнăçа кĕмелле тăвасси‚ – тенĕ Пушкăртстанăн вице-премьерĕ Андрей Назаров.
Пĕрре парăнакан тÿлевпе хваттер е çурт туяннă‚ пÿрт хăпартнă‚ ипотека е кредит парăмне тÿлесе татнă‚ суту-илÿ килĕшĕвĕпе çĕр участокĕ илнĕ чухне усă курма пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас