Иртнĕ эрне кун Ĕпхÿри Когресс-холл лапамĕ умне çĕнĕ «Ансат» вертолет анса ларнă. Вăл Пушкăртстанри санитари авиацийĕн паркне пуянлатнă.
Винт çунатлă машинăна медицина модулĕпе тивĕçтернĕ. Çакă пациентсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çитерме кăна мар‚ чирлекене мониторинг ирттерме те май парать.
Вĕçев вăхăтĕнче организмăн пурăнмалли функцисене пулăшу пама пулать. Унсăр пуçне ятарлă медицина пулăшăвĕпе килĕшÿллĕн интенсивлă терапи те ирттерме юрать.
- Çакăн пек пысăк республикăна санавиаци кирлех тесе шутлатпăр‚ – тенĕ «ПР корпораци аталанăвĕн» тĕп директорĕ Раиль Сарбаев. – Асăннă вертолетсем пиншер çын пурнăçне çăлма пулăшасса шанатпăр. Пурнăç хăрушлăхĕ пур чухне унпа аякри районсенче пурăнакансем те усă курма пултарĕç.
«Ансат» санитари авиацийĕн нумай енлĕ вертолечĕ пулса тăнă. Унпа Раççейĕн чылай регионĕсенче усă кураççĕ.
Р. Сарбаев сăмахĕсем тăрăх‚ регионта вертолета неонаталлă пациентсене куçарма кирлĕ хатĕрсемпе тата инфекци боксĕпе тивĕçтерме йышăну тунă. Апла пулсан‚ вĕçекен машинăн тивĕçĕсем тата та анлăланĕç.