Август уйăхĕнче Благовар районĕнче Тĕп модельлĕ библиотекăна уçма палăртаççĕ. Юсав ĕçĕсем «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе кăçалхи январь уйăхĕнчен пыраççĕ. Ангелина Шиль библиотека директорĕ çĕнĕ вулавăш нумай функциллĕ залсемпе тата локацисемпе (пĕр-пĕр япала ăçта вырнаçнине пĕлмелли хатĕр) пуласси çинчен пĕлтернĕ. Кунта килекенсем валли хальхи требованисемпе нормăсене тивĕçтерекен уçлăхсем (пространство) пулĕç. Çав шутра тулли пурнăçпа пурăнайманнисем валли те. Вулакансем Тăван çĕршыври наукăпа художество содержаниллĕ, пичет информацин цифрăллă ресурссемпе ирĕклĕн усă курма пултарĕç.
Модельлĕ библиотекăна хăвăрт та анлă «Интернетпа» тивĕçтерĕç тата унта «Электронлă наци библиотекине» кĕме ирĕк пулĕ.
Пушкăртстанра 2024 çулччен «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе 20 çĕнĕ ăру библиотеки тума палăртаççĕ.