Пур хыпар та
Новости
7 Июлӗн 2020, 14:05

Нумай ачаллă çемье пулса тăнă

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#демографияРеспубликăри Куватов ячĕллĕ клиника больницин ача çуратмалли çуртĕнче пĕр уйăх каярах виççĕн йĕкĕреш хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Çак пысăк савăнăç Сибай хулинче пурăнакан Арнаутовсен çемйинче пулса иртнĕ.

Республикăри Куватов ячĕллĕ клиника больницин ача çуратмалли çуртĕнче пĕр уйăх каярах виççĕн йĕкĕреш хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Çак пысăк савăнăç Сибай хулинче пурăнакан Арнаутовсен çемйинче пулса иртнĕ.
Виççĕн йĕкĕреш çурални пуриншĕн те кĕтмен пулăм. Акă‚ пĕр уйăх иртсен‚ Юрату‚ çемье тата шанчăклăх кунĕ умĕн нумай ачаллă Арнаутовсен çемйи килне кайнă.
Пепкесене больницăран кăларма çăмăл пулман иккен. Вĕсен амăшне‚ Резедана‚ виçĕ медицина сестри пулăшнă. Пысăк çемье пуçĕ Александр Арнаутов мăшăрĕпе ачисемне кĕтсе илнĕ чух кăштах именнĕ те. Ашшĕпе аслă ывăлĕ хĕр çураласса кĕтнĕ. Анчах виççĕ таран пулассине шутламан та.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#демография
Читайте нас