Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
8 Июля 2020, 06:45

Сăвăссенчен 8 пин çын асап курнă

Ĕпхÿри мэринче иртнĕ оперативлă канашлура Роспотребнадзор Управленин ĕçченĕ Зульфия Камаева Пушкăртстанра сăвăссенчен асап курнисен хисепĕ ÿсни çинчен пĕлтернĕ.

Ĕпхÿри мэринче иртнĕ оперативлă канашлура Роспотребнадзор Управленин ĕçченĕ Зульфия Камаева Пушкăртстанра сăвăссенчен асап курнисен хисепĕ ÿсни çинчен пĕлтернĕ.
- Июль уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанри медицина учрежденийĕсенче сăвăссенчен хур курнă 8 100 çын пулăшу илнĕ. Вĕсенчен 3 111 – ачасем, - палăртнă вăл. - Пĕршер çын сăвăсăн энцефалит вирусĕпе тата боррелиоз инфекцийĕпе чирленĕ.
Пушкăртстанри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче çынсем çинчен илнĕ 7,3 пин сăвăса тĕпченĕ. Энцефалит вирусĕпе чирлекенсен шучĕ 1,1 процентпа танлашнă.
- Чи кирли - çынсем хăйсем хÿтĕленни. Кунта сăвăссем пур вырăнсенче паллă йĕркесене пăхăнни, тумтире тĕрĕс тăхăнни, сăвăссенчен хÿтĕленмелли хатĕрсемпе усă курни пысăк вырăн йышăнать, - палăртнă Зульфия Камаева.
Читайте нас