Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
8 Июля 2020, 06:45

Спортăн çĕнĕ тĕсĕн федерацине йĕркелĕç

Пушкăртстанра спортăн çĕнĕ тĕсĕн федерацине йĕркелĕç. Шахматпа бокс симбиозĕнчен шахбокс пулса кайнă. Раççейре шахбокс федерацине 2020 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Пуçаруçăсенчен пĕри Ĕпхÿ хулинчи Ришат Саяпов тренер-боксер шутланать.

Пушкăртстанра спортăн çĕнĕ тĕсĕн федерацине йĕркелĕç. Шахматпа бокс симбиозĕнчен шахбокс пулса кайнă. Раççейре шахбокс федерацине 2020 çулхи июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Пуçаруçăсенчен пĕри Ĕпхÿ хулинчи Ришат Саяпов тренер-боксер шутланать. Иртнĕ кану кунĕсенче Пушкăртстанăн тĕп хулинче пĕрремĕш ăмăрту иртнĕ. Ăна онлайн мелĕпе йĕркеленĕ. Унта хĕрарăмсен хушшинче Ĕпхÿ çынни Юлия Булгакова çĕнтернĕ.
- Енчен те физика хăнăхтарăвне хатĕрленме май пур пулсан‚ шахмат вăййинче ку енчен йывăртарах‚ – тенĕ Юлия Булгакова.
Онлайн мелĕпе иртнĕ шахбокс ăмăртăвĕнче тупăшакансем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче вырнаçнă. Ĕçсем видеоçыхăну урлă иртнĕ. Рингра никампа та кĕрешме кирлĕ мар. Çавăнпа шахбокса сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайманнисем те хутшăнма пултараççĕ.
Ăмăртăвăн пĕрремĕш раундĕнче тĕп судья бокс пулассине пĕлтернĕ. Икĕ минут хушшинче снаряд тăрăх техника енчен тĕрĕс‚ нумай хутчен çапмалла. Çав вăхăтра снаряд тата тренировка перчеткисемпе усă курма юрать. Участникăн ассистенчĕ çапнине шута илсе пымалла. Унсăр пуçне раунда видеона çыртармалла. Раунд пĕтсен пĕтĕмĕшле чата кăтартусем тăратмалла.
Иккĕмĕш раунд вăл – шахмат. Шуррисем куçсан вăйă тытăнать. Раунд вĕçĕнче ассистент шахмат вăййи мĕнпе вĕçленнине çирĕплетекен скриншот тăвать те ăна тĕп судьяна ярса парать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас