Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
9 Июля 2020, 13:25

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче уяв линейкисем пулмĕç

Кӑҫал Раҫҫейри шкулсенче сентябрĕн 1-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ уяв линейкисем пулмӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫапла йышӑннӑ. Ку кăшăлвируспа ҫыхӑнни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.

Кӑҫал Раҫҫейри шкулсенче сентябрĕн 1-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ уяв линейкисем пулмӗҫ. РФ Ҫутӗҫ министерстви ҫапла йышӑннӑ. Ку кăшăлвируспа ҫыхӑнни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ.
Сергей Кравцов министр ачасем сентябрĕн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларасса питӗ шанать. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула требованисене урӑхлатма тивӗ. Ҫакна чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пур шкулта та уяв линейки вырӑнне дистанци мелӗпе вӗреннин пӗтӗмлетӗвӗпе «шкул ачисен пӗлӗвӗн диагностикине» йӗркелӗҫ. Куншӑн паллӑ лартмӗҫ, педагогсем ачасен пӗлӗвне ҫеҫ тӗрӗслӗҫ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас