Урал сасси
+13 °С
Ясно
Новости
10 Июля 2020, 14:30

Иглин районĕнче çĕнĕ ФАП уçăлĕ

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Иглин районĕнчи Ивано-Казанка ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнă.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Иглин районĕнчи Ивано-Казанка ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартнă.
Асăннă объект 70 тăваткал метр йышăнать. Вăл - пĕр хутлă çурт. Паянхи кун зданине çутăпа тивĕçтереççĕ‚ илемлетÿ ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ‚ çĕнĕ оборудованисемпе сĕтел-пукансем вырнаçтараççĕ. Çĕнĕ ФАПра пациентсене йышăнмалли тата процедурăсем ирттермелли кабинет‚ аптека‚ санузел тата ытти пÿлĕмсем пур.
Ивано-Казанка ял Канашĕн пуçлăхĕ Андрей Куклин каланă тăрăх‚ объекта кĕске вăхăт хушшинче хăпартнă.
- Май уйăхĕнче рабочисем сăвайсене çапса лартрĕç. Июнь уйăхĕн варринче вара тĕп ĕçсен калăпăшĕ вĕçленнĕччĕ. Кунта пандус вырнаçтарни савăнтарать. Мĕншĕн тесен пирĕн ялта ватă çынсем тата коляска тĕртсе çÿрекен аннесем те пур. Паянхи кун эпир инфраструктурăпа çыхăннă ыйтупа ĕçлетпĕр - объекта шывпа тата çутăпа тивĕçтерессипе. Çак ĕçсене пĕтерсенех çĕнĕ ФАП хăйĕн пациенчĕсене йышăнма тытăнĕ‚ – тенĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ.
Çĕнĕ ФАП Ивано-Казанка ялĕнчи 648 çынна тата çывăхри 16 çухрăмри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Çумри кивĕ медицина çурчĕ тухтăр пурăнмалли пÿрт пулĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#здравоохранение
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас