Новости
10 Июля 2020, 06:20

«Шыв çинчи инкексене хирĕç – пĕрле!»

Çак сăмахсемпе пуçланă ПР инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров халăха чĕнсе каланинче.

Çак сăмахсемпе пуçланă ПР инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Фарит Гумеров халăха чĕнсе каланинче.
«Шăрăх кунсем тăнипе республикăри юхан шывсенче путса вилнĕ çынсен шучĕ самаях пыăкланнă. Çак кунсенче шыва кĕнĕ чухне кунне 6 çын таран вилни те пулнă. Икĕ кун хушшинче 3 ача шыва путни – Бирскпа Салават хулисенче тата Авăркас районĕнче - чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Вĕсем 14-17 çулсенчи ачасем пулнă.
Оперативлă кăтартусем тăрăх, çулталăк пуçланнăрăнпа республикăри шыв объекчĕсенче 73 инкек пулса иртнĕ. Статистикăпа килĕшÿллĕн шыва кĕрекенсем кунăн иккĕмĕш ҫурринче‚ 14 сехетрен пуçласа 21 сехетчен‚ путаççĕ.
Граждансем шывра путнин виçĕ сăлтавĕ:
1) алкоголь шĕвекĕсем ĕçни;
2) шыва кĕме хатĕрлемен вырăнсенче шыва кӗни;
3) ачисене тимлĕхсĕр хӑварни.
Палламан тата шыва кĕме юраман вырӑнсенче шыва кĕме чарӑнма ыйтатӑп. Унта шыв айĕнчи вăйлă юхӑмсем, шыв çаврăнăвĕсем, тымарсем, тарăн вырăнсем, сивĕ çăлкуçсем пулма пултараççĕ. Алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ пулсан‚ пĕччен чухне шыва ан кĕрĕр, çыранран инçете ишсе ан кайăр, юхан шыв е çырма урлă ишсе каçма ан хăтланăр, хăвăр вăйăра тĕрĕс хаклама пĕлĕр. Ачасене шыв объекчӗсем патне пĕччен ан ярăр. Çавӑн пекех шыв хĕрринче каннă чухне ачăрсене тимлĕх уйăрма ан манăр. Шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ пляжсене çеç суйласа илĕр!
Шыв çинчи хӑрушсӑрлăх правилисене инкеке лекнисен амăшĕсен тата тăванĕсен куççулĕсем витернĕ. Çавăнпа хăвăра та, çывăх çыннăрсене те сыхлӑр!
Шыв объекчĕсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене яланах пăхăнса тӑрӑр! Вĕсене çывăх çыннăрсене те, ыттисене те пăсма ан парӑр! Эпир хамăра та, ачасене те инкекрен пĕрле упрама пултарăпăр!»
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас