Пур хыпар та
Новости
13 Июлӗн 2020, 19:25

Икĕ уйăх хушшинче ача çураласлăх ÿснĕ

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#демографияИюль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă соцсетьсенчи страницисенче регионта май-июнь уйăхĕсенче çураласлăх кăтартăвĕ хăвăрт ÿсни пирки пĕлтернĕ.

Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă соцсетьсенчи страницисенче регионта май-июнь уйăхĕсенче çураласлăх кăтартăвĕ хăвăрт ÿсни пирки пĕлтернĕ.
«Пирĕн медицина анализ центрĕ май тата июнь уйăхĕсенче ача çураласлăх кăтарту ÿснине шута илнĕ. Пушкăртстанра икĕ уйăх хушшинче‚ иртнĕ çулпа танлаштарсан‚ 88 пепке нумайрах çут тĕнчене килнĕ. Çак кăтарту пысăках мар. Анчах 2015 çултанпа регионта çакăн пек ÿсĕм палăрман. Тĕрĕссипе каласан‚ пирĕн çак хисепе тытса тăмалла. Асăннă кăтарту ÿссе пытăр тесе регионта çамрăк çемьесене пулăшу парассипе‚ ача çуратма чăрмантаракан чирĕн малтанхи тапхăрĕнче улшăнусем тупса палăртмалли программăсем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине те палăртса хăвармалла: ача сачĕсемпе яслисенче черетсене пĕтеретпĕр‚ шкулсемпе ача сачĕсем‚ больницăсемпе поликлиникăсем хăпартатпăр. Пирĕн тĕллев - сывă ачасене аталантарма тата воспитани пама тивĕçлĕ условисем тăвасси. Экономикăра укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх пулсан та ачасемшĕн укçа шеллемĕпĕр» - тенĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#демография
Читайте нас