Ÿсĕр водительсен айăпĕпе пулнă икĕ аварире çуран утакан çулĕ çитмен икĕ ача пурнăçĕ татăлни çинчен нумайăшĕ илтмен мар. Çавăн хыççăн Республика пуçлăхĕ Радий Хабировăн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленине ÿсĕрле руль умне ларакансемпе кĕрешес ĕçе вăйлатма хушу панă.
Иртнĕ эрнеренпе (вунă кун хушшинче) руль умне ларнă ÿсĕр, медицина тĕрĕслевĕ витĕр иртме хирĕç778 водителе тытса чарнă. Массăллă тĕрĕслевсем Туймазă тата Иглин районĕсенче иртнĕ.
Радий Хабиров Паташлăх транспорт комитечĕн сĕнĕвне ырланă.
- Тен, нумайăшĕ намăс курасран руль умне ÿсĕрле лармĕç. Халĕ çулла, нумайăшĕ отпускра. Паллах, ĕçеççĕ. Хăйсенне хăйсем пĕлеççĕ пулĕ. Анчах мĕншĕн руль умне ÿсĕрле лармалла.
Башкортостан#"Урал сасси"#национальный проект#качественные и безопасные дороги