Пушкăртстанра июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче 103 мăшăр туй вылянă.
Республикăри Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ мăшăрлану шучĕ çамрăксем çветтуй Петĕрпе Февронин асăну кунне суйласа илнинчен килнĕ.
Юрату‚ çемье тата шанчăклăх кунĕнче Ĕпхÿ ЗАГСсĕсенче 23 мăшăр регистрациленĕ. Туймазăра – 12‚ Çтерлĕре – 8‚ Кумертаупа Нефтекамск хулисенче 4 туй кĕрленĕ. Районсем хушшинче вара Çтерлĕ (6 мăшăр)‚ Иглинпа Илиш тата Мияки районĕсем (3 мăшăр) мала тухнă.
Иртнĕ çул Пушкăртстанра çак кунхине 15 çемье çеç хăйсен туйăмĕсене хут çинче çирĕплетнĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#демография