Новосибирск хулинче вырнаçнă Молекулярлă тата клеткăллă биологи (ИКМБ) Раççей академи наукин Çĕпĕрти уйрăмĕн (СО РАН) институчĕн иммуногенетика лабораторин ăсчахĕсем Раççейре пуçласа кашăлвирусăн çĕнĕ тĕсне вăйсăрлатакан антителасем уйласа кăларнă. Çак ĕçе малалла аталантарни ятарлă терапин никĕсĕ тата COVID-19 вирусран сыхланмалли мелĕ пулĕ тесе Раççей академи наукин Çĕпĕрти уйрăмĕн ĕçлĕ ушкăнăн секретарĕ Ольга Дорохова пĕлтерет.
- Новосибирскри наука центрĕнче Раççейре пĕрремĕшсем пулса COVID-19 инфекцие хирĕç кĕрешекен антителасене туса кăларнă. Ăна тумашкăн COVID-19 чиртен сывалнисен юнне тата сайра тĕл пулакан В-лимфоцитсене (вĕсем иммунтитетшăн яваплă) суйласа илмелли технологие усă курнă. Асăннă антителасем вируспа АСЕ2 клетка рецепторĕн (кăшăлвирусăн белок хуппи, çавна пула сывă клеткăна чир кĕрет) хутшăнăвне чарать, - ăнлантарса панă вăл.
Ольга Дорохова каланă тăрăх, тĕпчеве малалла аталантарсан ăсчахсем COVID-19 чиртен сыхланмалли мел тата ятарлă терапи уйласа кăларма пултарĕç. Çавăн пекех çак çитĕнÿ кăшăлвирус вăхăтĕнче иммунитетăн уйрăмлăхĕсене тĕпчеме тата вакцинăна лайăхлатма пулăшĕ.