Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
15 Июля 2020, 12:45

Радий Хабиров Пушкăртстанра сĕт кăтартăвĕ ÿснин вăрттăнлăхне уçса панă

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#производительностьтрудаизанятостьнаселенияПушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионта сĕт суса илесси ÿссе пынипе çыхăннă вăрттăнлăха уçнă. Çак кунсенче Авăркас районне 150 хура-шурă ăратлă ĕне илсе килни çинчен республика ертÿçи социаллă сетьсенчи хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров регионта сĕт суса илесси ÿссе пынипе çыхăннă вăрттăнлăха уçнă. Çак кунсенче Авăркас районне 150 хура-шурă ăратлă ĕне илсе килни çинчен республика ертÿçи социаллă сетьсенчи хăйĕн страницинче пĕлтернĕ.
«Эпир час-часах ĕнесем туянатпăр. Çапла майпа ĕнесен ăратне çĕнететпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа сĕт суса илессине 400 пин тонна çитертĕмĕр. Çак кăтарту‚ иртнĕ çулхипе танлаштарсан‚ 21 пин тонна нумайрах. Чĕр таварăн пĕрре пиллĕкмĕш пайне Чекмагушпа Ермеккей‚ Çтерлĕпе Мелеуз‚ Калтасăпа Авăркас‚ Учалăпа Туймазă районĕсенчи 10 хуçалăхра туса илеççĕ»‚ - тесе çырнă Радий Хабиров.
Çавăн пекех регион пуçлăхĕ хăйĕн тĕллевне те пĕлтернĕ: пушкăрт сĕчĕпе унăн пахалăхĕ çинчен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне çитересси.
«Эпир экологи енчен таса та тутлă продукт туса кăларатпăр тесе халех калама пултаратпăр. Анчах‚ пирĕн вырăнта тăмалла мар‚ малалла каймалла. Ку енĕпе ĕçлемелли пур» ‚ – палăртнă ПР Пуçлăхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#производительностьтрудаизанятостьнаселения
Читайте нас