Çтерлĕ хулинче «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Таса шыв» регион проекчĕ шайĕнче пăтранчăк шыва мембранăллă майпа тасатасси пурнăçланать. Çак меслет ейÿ вăхăтĕнче тата юр-çумăр çунă чухне шыва таса тытса тăма пулăшĕ.
Асăннă проекта пурнăçлама 400 миллион тенкĕ уйăрса панă. Пур ĕçсене 2021 çулта вĕçлеме палăртаççĕ. Паянхи кун кивĕ оборудованине сÿтессипе‚ çурт тăррине витессипе‚ вентиляци системине улăштарассипе‚ çурт умне ăшă тытмалла тăвассипе‚ кирпĕч стенана юсассипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Кăçал строительствăпа монтаж ĕçĕсене тăвĕç. Унсăр пуçне пăрăхсене улăштарĕç. 2021 çулта вара кирлĕ оборудовани илсе килĕç‚ вĕсене вырнаçтарĕç тата шыв тасатмалли системăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлĕç.
Малашне проект витĕмĕпе‚ шыва мембранăллă майпа тасатса‚ халăха таса ĕçмелли шывпа тивĕçтерсе пулĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#экология