Географи‚ литература‚ информатика тата ИКТ предмечĕсемпе иртнĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсене пĕлтернĕ.
Республикăри Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ асăннă экзаменсенче 20 выпускник 100 балл пухнă.
Географипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне 352 шкул ачи тытнă. Вĕсенчен 7-шĕ чи пысăк балл‚ 46-шĕ 81 тата ытларах балл пухнă. Литература предмечĕпе 774 çын хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Виççĕшĕн пĕлĕвне 100 балл парса хак панă‚ 40-шĕ вара 81 ытла балл пухнă. Информатика тата ИКТ предмечĕсене 3070 ача суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче те экзамена лайăх кăтартусемпе тытнисем пулнă: 10-шĕ - 100 балл‚ 564-шĕ 81 тата ытла балл пухнă.
Астутаратпăр‚ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен тĕп тахăрĕ июнь уйăхĕн 29-мĕшĕ - июль уйăхĕн 25-мĕшĕсенче иртет.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#образование