Новости
16 Июля 2020, 12:30

80 вĕрентекен «Проект ĕçĕ-хĕлĕн улшăнчăк пĕлĕвĕ» проекта хутшăннă

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#образованиеПушкăртстанра‚ Раççейĕн ытти регионĕсенчи пекех‚ вĕрентекенсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче «Проект ĕçĕ-хĕлĕн улшăнчăк пĕлĕвĕ» направленипе квалификаци ÿстерме пултараççĕ.

Пушкăртстанра‚ Раççейĕн ытти регионĕсенчи пекех‚ вĕрентекенсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче «Проект ĕçĕ-хĕлĕн улшăнчăк пĕлĕвĕ» направленипе квалификаци ÿстерме пултараççĕ.
Сăмах май‚ Пушкăртстанăн 80 вĕрентекенĕ майлă самантпа усă курса çÿлерех асăннă проекта хутшăннă. Вĕсем республика шкулĕсенчи «Ÿсĕм пăнчи»(«Точка роста») вĕрентÿн цифрăпа гуманитари профилĕсен центрĕсен никĕсĕ çинче онлайн майпа квалификаци ÿстернĕ. Август уйăхĕнче учительсем вĕрентĕвĕн тепĕр тапхăрне иртĕç. Ăна вара кĕрет вĕрентÿ формипе йĕркелĕç.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#образование
Читайте нас