Новости
17 Июля 2020, 09:05

Пысăк тухăçлă пушмак пăрусем – пахалăхлă сĕт

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#развитие сельского хозяйстваÇак кунсенче «Салават» хресченпе фермер хуçалăхне Удмуртинчен хура-шурă ăратлă пысăк тухăç паракан 153 пуç пĕтĕлентернĕ пушмак илсе килнĕ. Ку – кÿршĕ республикăран туяннă иккĕмĕш парти шултра мăйракаллă выльăх. Вĕсене кĕтсе Чăваш Хурамал ялĕнчи сĕтпе çу ферминче сахал мар хатĕрленÿ ĕçĕ туса ирттернĕ: шывпа тивĕçтерекен системăна улăштарнă, вентиляторсем лартнă, апатлантармалли сырăшсене çĕнетнĕ, ферма çурчĕсене дезинфекциленĕ, стенасене шуратнă.

Çак кунсенче «Салават» хресченпе фермер хуçалăхне Удмуртинчен хура-шурă ăратлă пысăк тухăç паракан 153 пуç пĕтĕлентернĕ пушмак илсе килнĕ. Ку – кÿршĕ республикăран туяннă иккĕмĕш парти шултра мăйракаллă выльăх. Вĕсене кĕтсе Чăваш Хурамал ялĕнчи сĕтпе çу ферминче сахал мар хатĕрленÿ ĕçĕ туса ирттернĕ: шывпа тивĕçтерекен системăна улăштарнă, вентиляторсем лартнă, апатлантармалли сырăшсене çĕнетнĕ, ферма çурчĕсене дезинфекциленĕ, стенасене шуратнă.
Ĕне пăрулаттармалли уйрăмра та пысăк ĕç туса ирттернĕ. Паян кун унта Удмурти Республикинчен пĕрремĕш партипе илсе килнĕ 40 пушмак тăрать. Вĕсем кунсерен тенĕ пек пăрулаççĕ. Тин çуралнă пăрусем çĕнĕ вырăнта хăйсене лайăх туяççĕ. Выльăхсене çитерме фермăра кирлĕ чухлĕ утă тата сенаж хатĕрленĕ.
«Салават» хуçалăх темиçе çул хушши выльăх ăратне лайăхлатассипе ĕçлет. Çак тĕлĕшпе кунта ытти регионсенчен пĕтĕлентернĕ пушмаксем çеç туянмаççĕ, ытти виçĕ сĕт ферминчи ĕнесене ют çĕршыври селекцисен вăрлăхĕсемпе те пĕтĕлентереççĕ.
«Салават» ХФХ - районти малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кăçалхи ултă уйăх хушшинче сĕт сăвăмĕ 114%, сăвăнакан ĕнесен шучĕ 107,5% уснĕ. Паян кун пĕр ĕнерен 4874 кг сĕт суса илеççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#развитие сельского хозяйства
Читайте нас