Паянхи кун тĕлне республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 3750 тĕш-тырă пухса илмелли комбайн шутланать. Вĕсенчен 93 проценчĕ юсавлă (2019 çулта 91 % пулнă). ПР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов каланă тăрăх, çакă вăл вăтамран кашни комбайн пуçне 470 гектар тиевпе (нагрузка) танлашать. Вăлах ĕçлесе кивелнĕ техника шучĕ сакăр çул хушшинче 76 процентран 56 процента çити чакнине палăртнă.
Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстан аграрийĕсем 147 çĕнĕ комбайн туяннă. Унсăр пуçне çывăх вăхăтра 60 уй-хир карапĕ туянма килĕшÿ тунă тата аванс шайĕнче тÿлевсем ирттернĕ. Çапла майпа регионти ял хуçалăх предприятийĕсем тепĕр 200 комбайн туянĕç. Çакă кашни комбайн пуçне тиеве вăтамран 430-440 гектара çитерме пултарĕ тесе пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ.
Юрий СНЕГОПАД.