Урал сасси
+24 °С
Облачно
Новости
26 Июля 2020, 15:20

34 çулхи хĕрарăм инкеке лекнĕ

Аслыкуль кÿллинче Калтасă районĕнче пурăнакан хĕрарăм чутах шывра путса вилмен. Ăна Раççей ШĔМĕн Давлекан районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем çăлса хăварнă.

Аслыкуль кÿллинче Калтасă районĕнче пурăнакан хĕрарăм чутах шывра путса вилмен. Ăна Раççей ШĔМĕн Давлекан районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем çăлса хăварнă.
Калтасă районĕнче пурăнакан 40 çулхи хĕрарăм унăн 34 çулхи йăмăкĕ вĕрсе хăпартмалли манраспа кÿлĕ çийĕн ишсе çÿреме кăмăл туни çинчен каласа панă. Çав вăхăтра çил хĕрарăмăн матрасне çыран хĕрринчен чылай аякка илсе кайнă. Аппăшĕ йăмăкĕ усă куракан матрас шăтăк пулнине, сывлăш кăларнине пĕлтернĕ. Çапла майпа хĕрарăм куçран çухалнă.
Çиĕнчех шырав ĕçĕсем пуçланнă. Çак ĕçе Давлекан районĕнчи полици уйрăмĕн уголовлă шырав пай пуçлăхĕ Василий Кравцунов тата Салават Бакиров участок инспекторĕ хутшăннă. Полицейскисем çыран хĕррине пăхса тухнă, анчах та нимĕн те тупайман. Çиле пула кÿлĕре хумсем çĕкленнĕ. Çавна пула аякрине курма питĕ те хĕн пулнă. Кăшт вăхăт иртсен йĕрке хуралçисем çыран хĕрринчен 300-500 метрта хумсем хушшинче этем кĕлеткине асăрханă. Василий Кравцуновпа Салават Бакирова çак тăрăхра пурăнакан арçын пулăшнă – вăл вĕсене хăйĕн киммине панă. Василийпе кимĕ хуçи кÿлĕри çынна пулăшма васканă, Салават çав вăхăтра васкавлă пулăшу машинине кĕтсе илнĕ.
- Арçынсем путакан хĕрарăм патне юлашки самантра пырса çитнĕ. Ăна çыран хĕррине илсе тухнă, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă. Хĕрарăм ырă-сывă хăйĕн çывăх çыннисем патне таврăннă,- тесе пĕлтерчĕç Пушкăртстан Республикин ШĔМĕн пресс-службинчен.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас