Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцине пула тепĕр çын вилнине шута илнĕ.
Июль уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пурĕ асăннă чирпе 6571 çын чирленĕ, юлашки талăкра чирленисен шучĕ 35-пе танлашать. Вилнисен шучĕ 22 çынна çитнĕ.
Хальхи вăхăтра стационарсенче 201 пациент сипленеççĕ. Вĕсенчен вăтăр пиллĕкĕшĕ хăйсене йывăр туяççĕ (вун пĕрĕшĕн ÿпкине искусствăлла майпа вентиляци ирттереççĕ). Килти условисенче 1512 çын сипленеççĕ. Юлашки талăкра больницăран 4 пациент сывалса тухнă. Пĕтĕмĕшле 4836 çынна больницăсенчен сыватса кăларнă.
Çавăн пекех юлашки талăкра 113 çын ÿпке шыçнипе (внебольничная пневмания) чирленине шута илнĕ, 85 çын больницăран тухнă.
Пурĕ 535 пин те 759 тĕрĕслев ирттернĕ. Талăкра - 7040 тĕрĕслев.