Новости
27 Июлӗн 2020, 13:30

Кинотеатрсем уçăласси паллă

#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#культураПушкăртстанра кинотеатрсем август уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕç.

Пушкăртстанра кинотеатрсем август уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕç. Çак хыпара брифинг вăхăтĕнче ПР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Наталья Лапшина пĕлтернĕ. Астутаратпăр‚ кинотеатрсем кăшăлвирус пандемине пула март уйăхĕнче хупăннăччĕ.
Чиновник сăмахĕсем тăрăх‚ музейсем малтанхи йĕркепех ĕçлеççĕ. Театрсемпе филармонисем кĕрхи çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ. Кинотеатрсем вара эпидемие хирĕç кĕрешекен йышăнусене пăхăнса ĕçлеме тытăнĕç.
- Çынсене хумхантаракан ыйтусенчен пĕри вăл – кинотеатрсем уçăласси. Паянхи кун‚ республикăри эпидеми ларăвĕ ирĕк парсан‚ вĕсем август уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕçлеме пултараççĕ тесе калама пултаратпăр‚ – тенĕ Наталья Лапшина.
Ирида НОВИКОВА.
#Башкортостан#Уралсасси#национальныепроекты#культура
Читайте нас